Кунĕпех туларĕ çил...

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2023, 10:41 Просмотров: 220

Çанталăкăн начар кунĕ çук теççĕ пулин те тепĕр чухне вăл çынсене самаях сехĕрлентерет, инкек-синкек, пысăк тăкак та кăтартать. Октябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче алхаснă вăйлă çил (çанталăка сăнакансем пĕлтернĕ тăрăх çекунтра 22-27 метр таран çил вĕрнĕ) Юхмапа Пăла тăрăхне те пăтăрмахсăр хăвармарĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕç кун пирки хаçат редакцине муниципалитет округĕнчи яваплă служба ĕçченĕсем:

 Григорий КАЛЛИН, Патăрьел муниципалитет округĕн администацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ:

- 2023 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче 11 сехетсенче пирĕн тăрăхра та питĕ вăйлă çил пулчĕ. Çак вăхăтра чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕнчи 13 ялта урамсенче электролини синленнĕрен (ялĕпех çутă пулманни çук) çутăсем сỹнсе ларчĕç. Çав ялсене çийĕнчех электриксен тăватă бригади тухса кайрĕ. Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне çитменлĕхе пĕтĕмпех пĕтернĕ.

Çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă лару-тăру кăткăсланнине кура çийĕнчех Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата ликвидацилес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Унта шăпах пирĕн тăрăхра çут çанталăк пулăмне ирттерсе яриччен пысăк хатĕрлĕх режимне çирĕплетрĕмĕр, ку тĕлĕшпе тимлекен ятарлă службăсен оперативлă ĕçĕсене çивĕчлетрĕмĕр, çил-тăвăл сăтăр тăвакан кашни инкеке тỹрех тимлĕхе илсе ĕçлемеллине палăртрăмăр.

Патăрьел муниципалитет округĕнче çил-тăвăл инкек кỹнĕ объект - Шăнкăртамри культура çурчĕ. Çил унăн тăррин пĕр пайне сỹсе ывăтнă. Ятарлă служба ĕçченĕсем çийĕнчех инкек пулнă вырăна тухса кайрăмăр. Çак çуртра ĕçлекенсене урăх çĕре куçарнă, вăхăтлăха культура çуртне ĕçлеме чарнă. Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕ унăн тăррине витес ыйтăва татса парас тĕлĕшпе тимлет.

Çут çанталăк пулăмĕ Шăнкăртамра,Турханта, Хурама Тварта, Тури Тăрмăшра, Кивĕ Катекре хур кăтартнă тĕслĕхсем те пур. Шел пулин те, чылайăшĕ вĕсенчен кил-çуртне инкек-синкекрен страхламанни тăкакне саплаштарма та май памĕ.

Пĕрлехи диспетчер службине пĕлтернĕ тăрăх вăйлă çил вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи Крепков, Шăнкăртамри Гагарин, Интернационалист, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Федор Çитта урамĕсенче электролини аварие пула çутă сỹннĕ, хăш-пĕр ялта йывăçсем ỹкнĕ тĕслĕхсем пур. Çĕнĕ Ахпỹрт ялне кĕнĕ çĕрти автобус чарăнмалли павильон та çил-тăвăла пула аякка ывтăнса кайнă.

Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ:

- Пирĕн тăрăхра вăйлă çил-тăвăл алхаснă кун Патăрьел муниципалитет округĕнчи Шăнкăртам территори пайĕнче икĕ пушар пулчĕ. Чăн малтанах Кзыл Камышра выльăх-чĕрлĕх тирпейлекен цехра вут-çулăмпа кĕрешме тиврĕ. Каярахпа, каçхине Шăнкăртамри уйрăм хуçалăхра чутах пысăк инкек пулмарĕ. Çил-тăвăл чарăниччен хуçасен компьютерăн системипе блокĕнчен вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Юрать-ха ăна çийĕнчех асăрханă.

 Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 43 пушар (пĕлтĕр 53) пулнă.

Альбина НИКОЛАЕВА çырса илнĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика