Çул çинчи сумка

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2023, 10:49 Просмотров: 181

 Пĕр пĕлмен, палламан çынна та ырă тума пĕлмелле. Çакă миçемĕш çулта пулнине халĕ астумастăп та ĕнтĕ, чухланă тăрăх 1980 çулсенче пулма пултарать.

Çулла. Çанталăк тỹсмелле мар шăрăх тăрать, çумăр çуманни те нумайранпа. Кăнтăр вăхăтĕнче манăн Тури Тăрмăш ялне виле пытарма каймалла пулчĕ. Пĕчченех çула тухрăм. Велосипедпа.

Пушă алăпа пырса кĕрес мар тесе Анат Тармăш ялĕн лавккине кĕрсе çимелли тата виçĕ литрлă кĕленче банкăпа пан улми сокне туянса (вăл вăхăтсенче хальхи пек тĕрлĕ хутаç та, сумка та сутмаççĕ) çипрен çыхнă сеткăпа велосипед рулĕнчен çакса малалла кайрăм.

Турхан ялне кĕмесĕр халиччен çỹресе курман хирпе иртекен çулпа каяс терĕм. Тури Тăрмăш ялĕ патнелле çывхарса пыратăп, аслă çул çине тухма нумаях та юлмарĕ (вăл вăхăтра асфальтлă çул мар паллах) Турхан енчен хĕрлĕ тĕслĕ "Минск" мотоциклпа ар çын ачапа хĕрача иртсе кайнине асăрхаса юлтăм. Хĕрачин аллинче самай пысăк хут курупка. Пĕрер минут та иртмерĕ пуль, вĕсем иртсе кайнă хăпартса тунă çул çине хăпартăм, манăн ун урлă каçса Тури Тăрмăша кĕмелле. Кунта вара акă мĕн куртăм. Машинăсем çỹрекен çул çинче хăмăр тĕслĕ майра сумки куç тĕлне пулчĕ. Çулпа самай пысăк транспорт килет. Каялла чакма юрамасть. Сумкăна таптаса ан кайтăр тесе велосипедăн малти урапипе мĕн пултарнă таран хам еннелле шутартăм. Алла илтĕм те çул урлă каçса велосипеда телефон пралукĕн юпи çумне вырнаçтарса лартрăм. Ют сумкана уçма тăхтарăм-ха, хуçи çаврăнса килессе кĕтетĕп. Вăхăчĕ иртет, хĕвелĕ хĕртет. Çапах та сумкара мĕн пурри, ытларах ят-хушамат кăсăклантарчĕ. Вак-тĕвек япаласем, сăран перчетке, пĕр плитка шăкалат, пĕчĕк çаврака тĕкĕр, вăл вăхăтри пилĕк тенкĕлĕх тăхăр штук укçа тата Ульяновскинчи медицина училищинче вĕренекен студент удостоверенийĕ. Аванах астăватăп - Ильина Галина (ашшĕ ятне ас тусах мар) Николаевна пулма пултарать. Студентка стипенди илнĕ те ашшĕ-амăшĕ патне Чемен енне килет пулас. Тен, каччиех Турхана автобус патне хирĕç килнĕ пĕчĕк мотоциклĕпе.

Чунра темĕнле хĕрхенỹ хумĕ чупрĕ. Çерем çине ỹкнĕ телефон юпин сулхăнĕнче ларатăп. Мотоцикл сасси илтĕнчĕ. Çул çине тухса тăтăм. Чартăм. Халиччен курман, палламан çамрăка сывлăх сунтăм, алă патăм.

Унран сумка хуçин хушаматне ыйтса пĕлсе тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн - пăшăрханма кирлĕ мар, эпĕ тупрăм, ăна чутах машина таптаса каятчĕ,- тетĕп хăш вырăнта выртнине кăтартса.

- Пире хирĕç пулчĕ çав машина,- тет мотоциклне лартса.

- Атя, сумкăра парса ярам, авă çерем çинче. Ăшĕнче мĕн пуррипе паллашрăм, пĕр япалине те тĕкĕнмен, пурте вырăнта. Хушамачĕпе ятне çавăнпа ыйтрăм та эпĕ санран. Малашне çухатса ан çỹрĕр, - тесе тав туса уйрăлтăмăр.

Унтанпа нумай çул иртрĕ. Эпĕ те вĕсене курман, палламастăп та, вĕсем те мана курман, палламаççĕ те.

Пĕлнĕ тăрăх Галина Ильина хĕр чухнехи хушамачĕ ĕнтĕ. Челябинскри пĕр больницăра ĕçлет тенине илтнĕччĕ.

Халĕ ас тăваççĕ-ши çав вăхăтра икĕ çамрăк сумкине çул çине ỹкерсе хăварса пĕр çухатусăр тупăннине. Çакна та пĕлес килет.

Яков СТЕПАНОВ, Первомайски ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика