Муниципалитет округĕнче суту-илỹ, ял хуçалăх таварне тирпейлекен, техникăна юсакан тата ытти объектсем çĕкленни Юхмапа Пăла тăрăхĕ аталаннине çирĕплетет. Анчах строительство ĕçĕсене, реконструкцие пуçăниччен (уйрăм çуртсем кунта кĕмеççĕ) саккунпа килĕшỹллĕн документсем хатĕрлемелле. Ирĕк илмесĕр тунисем саккунлă мар шутланаççĕ. Ун пек ан пултăр тесен чи малтанах тивĕçлĕ хутсем хатĕрлемелле. Çакна валли застройщикăн нумай функциллĕ центр е Патшалăх тивĕçтерĕвĕн порталĕ (Госуслуги) урлă Патăрьел муниципалитет округĕн администрацине заявлени çырмалла. Заявлени çумне çĕр лаптăкĕн, çуртăн (реконструкци валли чухне) тата проект докуменчĕсене хумалла.
Заявителĕн элекронлă алă пусни те кирлĕ, ăна та Патшалăх тивĕçтерĕвĕн порталĕ урлă илмелле. Заявлени париччен маларах проект документацине Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Хула строительствин канашĕнче çак ыйтупа кăсăкланакан пур службăпа пĕрле пăхса тухаççĕ.
Капиталлă строительство объекчĕн пĕрлехи калăпăшĕ 1500 е унтан та ытларах тăваткал метртан тата икĕ хутран пысăкрах пулсан проекта экспертиза витĕр кăлармалла. Кун пек чухне строительство объекчĕ патшалăх тĕрĕслевне лекет. Капиталлă строительство объекчĕ тума палăртнă çĕр лаптăкĕ стройка тума юрăхлă тата тивĕçлĕ территоринче пулмалла.
Стройка валли документ илнĕ хыççăн Патăрьел муниципалитет округĕн строительство пайĕнчен çĕр ĕçĕсене пурнăçлама юранине çирĕплетекен ордер кирлĕ, анчах маларах инженери коммуникацийĕсен хуçисемпе тата объекта тума палăртнă территори уйрăмĕпе килĕшсе татăлмалла.
Тивĕçлĕ хутсене пухса пĕтернĕ, строительство тума ирĕк тата çĕр ĕçĕсене пурнăçлама ордер илнĕ хыççăн, объекта çĕклеме юрать.
Равиль ЯМАЛЕТДИНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |