ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Арбат" лапам çулсеренех хитреленсе, капăрланса пырать темелле. Кунта тĕрлĕрен çар службинче пулнă салтак-ветерансене асăнса лартнă палăксем хушăнсах пыраççĕ, икĕ айккине ешерекен туйăсем те вăй илеççĕ. Пĕр-икĕ çул каялла лапама тата çĕнетсе капăрлатрĕç, брусчаткăсене, хапхисене те капăррисемпе улăштарчĕç. Канса ларма саксем те, çутă та пур... Çамрăксене те, ваттисене те уçăлса çỹремелли вырăн тивĕçтерет, кăмăла уçать. Çапах та çакнашкал илеме пăсакансем тупăнни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Нумай пулмасть çеç лапамри тимĕр хапхан пĕр алăкне такамăн кукăр алли йăкăртнă та кайнă. Çакă çеç тĕлĕнтерет: обществăлла вырăна сăтăр тăваканăн намăсĕ çук-ши? Усал ĕçе тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе паян округри йĕрке хуралçисем тимлеççĕ.
Ноябрь 2024 |