Конкурс çĕнтерỹçисем - чĕвĕлти чĕкеç чĕлхин ăстисем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2023, 10:59 Просмотров: 168

СОЦИАЛЛĂ сетьре пĕтĕм чăваш учителĕсене, чăваш чунлă вĕренекенсене пĕрлештерсе тăракан "Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи" ушкăн питĕ пысăк пуçарупа ĕçленине, тăван чĕлхе ытарлăхĕпе анлă усă курнине, чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркене аталантарас тĕллевпе пысăк ĕç тунине курма, сăнама пулать. Творчество ушкăнне ертсе пыракансенчен пĕри Ыхра Çырминчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, муниципалитет округĕнчи ĕçтешĕсен пĕрлĕхĕн ĕçне йĕркелесе пыракан Светлана Кулакова. Çак кунсенче вĕрентỹ министерстви Вĕрентекенпе наставник çулталăкне халалласа сăвă çыракансен "Тавах сана, вĕрентекен" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çак тупăшăва Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те чылай сăвă шăрçалакан хутшăннă. Сумлă комисси хак панă хыççăн Патăрьел муниципалитет округĕнчи Мая Селендееван сăвви пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Марина Иванова вĕрентекен. Кивĕ Ахпỹртри Любовь Титовăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи Светлана Никитина сăввисем те чи лайăххисен йышне кĕнине палăртнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика