Çамрăксенче - малашлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2023, 20:27 Просмотров: 188

Кзыл Чишмари çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи хастар çамрăксемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Иван Филиппов тĕл пулчĕ. Вăл çамрăксем пысăк вăй, малашлăх шăпах яш-кĕрĕм аллинче пулнине каларĕ. Чăваш Республикинчи "Çамрăксен пуçарулăх центрĕ" учреждени директорĕ Лилия Шакурова хĕрсемпе каччăсене тивĕçекен грантсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ волонтерĕсем" обществăлла куçăмăн регионти штабăн председателĕ Илья Денисов та сăмах илчĕ. Вăл волонтерсен пурнăçĕ, халиччен пурнăçланă ĕç-хĕл пирки чарăнса тăчĕ.

Канашлăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова ертсе пычĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем йĕркелекен мероприятисем çинчен кĕскен каларĕ. Унтан уçă калаçу пулчĕ, хĕрсемпе каччăсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика