Первомайски территори пайĕ Патăрьел муниципалитет округĕнчи пысăк хутлăхсенчен пĕри. Апла пулин те ултă яла пĕрлештерсе тăракан хăй тытăмлăх органĕ начар мар аталанса пырать. Кунта паянхи кун уйрăм çынсен хастарлăхĕпе, пĕрлехи вăйпа яла хăтлăлатас тĕлĕшпе чылай ĕç туса пыраççĕ. Республикăри пуçару бюджечĕн программипе анлăн усă курни те курăмлă. Çавна пулах хальхи вăхăтра территори пайĕнчи ялсем ырă енне улшăнса, çĕнелсе пыраççĕ те. Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса Первомайски территори пайĕн пуçлăхĕпе Анатолий Сорокинпа (ỹкерчĕкре, сылтăмри) курнăçрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл ялсен аталанăвĕ пирки:
- Ваттисем пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, теççĕ. Пирĕн территори пайĕнче пысăк йышра та ĕç кал-кал пыни кăмăллă. Ялсене тирпей-илем кỹрес, вĕсене хăтлăлатас тĕллевпе пĕрлехи йышпа, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе, пуçару бюджечĕн программипе, наци проекчĕсемпе ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ.
Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Аслă Арапуç ялĕ пуçланса кайнăранпа 500 çул çитнине халалланă кăçалхи çулталăк уйрăмах чылай ырă пулăмпа, халăхпа тата ушкăнпа кар тăрса пурăçланă ĕçсемпе паллă пулса юлчĕ. Çавна май уява хатĕрленсе пĕрлехи вăйпа, уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе сахал мар тăрăшрăмăр. Чăн малтанах Патăрьел мунициалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин хастарлăхĕпе стадиона кĕрекен çула сарса тирпейлерĕмĕр, кунта çул хĕррипе ашкăрса кайнă йывăçсене касрăмăр, муниципалитет округĕн пулăшăвĕпе тĕп сценăна улăштарса капăрлатрăмăр тата ытти те.
Çак сăлтавпах мĕн ĕлĕкех кĕрленĕ пасар вырăнĕнче, ял пуçламăшĕнче (Каçал енчен кĕнĕ çĕрте) Аслă Арапуçăн стелине вырнаçтартăмăр. Кунта ялăн кĕске историйĕпе те, маларахри çулхи пĕлтерĕшлĕ сăн ỹкерчĕксемпе те паллашма май пур. Паян ял хапхи чи илемлĕ те илĕртỹллĕ вырăнсенчен пĕри пулса тăчĕ. Пархатарлă ĕçе Иван Дикинпа Юрий Власов хастарсем йĕркелесе ертсе пычĕç, ял-йышпа пĕрле хамăрăн мăнаçлăха кăтартакан хăйне евĕр палăк (çаплах калас килет) туса хучĕç.
Территори пайĕнче тăван ялшăн, унăн малашлăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшакан пуçаруллă çынсем пулни савăнтарать. Пирĕн тăрăхра кашни ялтах ун пек хастарсем пур. Акă, Первомайскинче Александр Казенов ыр кăмăллăхпа яла çутă кĕртме 300 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Юбилей ячĕпе хатĕрленĕ "Тăван ялăм Аслă Арапуç" (авторĕсем Иван Дикинпа Александр Казенов) кĕнекене кун çути курма та 500 пин тенкĕ укçа пачĕ.
Çавăн пекех çак ялти Юрий Власов, Александр Сидуков, Владимир Верликов, Арсентий Иванов, Алексей Казанцев, Николай Николаев, Алексей Емельянов тата ыттисем те хăйсен ырă кăмăлĕпе тăван ял аталанăвĕшĕн яланах алă тăсса пулăшма хатĕр.
Нумай пулмасть çеç Алексей Казанцевпа Александр Сидуков Аслă Арапуç тата Сител ялĕсем хушшинчи Çут çăл çумĕнче купель тума шутларĕç. Евгений Горшков ертсе пынипе кунти ĕçсем вĕçленчĕç. Сăваплă вырăн йĕри-таврашне хăтлăх кĕртмелли çеç юлать.
Кăçалхи десантнисен кунĕ тĕлне Первомайски центрĕнче ветерансене халалланă палăка тата "Я люблю Первомайское" стелăна та каллех ял хастарĕсен (А. Казанцевпа А. Емельянов çемйи) пуçарулăхĕпе туса лартрăмăр. Вăтам шкул умĕнчи çак лапам умĕнчен паян иртсе çỹреме те кăмăллă.
Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче масарсене кирлĕ пек тытса, пăхса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе те пирĕн йывăрлăх çук. Пỹртлĕ, Сител, Каншел, Пăлапуç Атăк ялĕсенчи масар çинчи пĕчĕк пỹртсене халăх хăй вăйĕпе шалтан та, тултан та çĕнетрĕ. Кашни ялтах масарсенче вăхăтра субботниксем йĕркелетпĕр. Сител ялĕнчи сăваплă вырăн пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет. Юрий Степанов хастар йĕркеленипе тата пулăшнипе кăçал та кунта чылай ĕç туса ирттерчĕç. Халăх вăйĕпе масара кĕнĕ çĕртех вилнĕ тăванăмăрсене асăнса çурта лартмалли часовня та, йĕпе çанталăкра çывăх тăванпа сыв пуллашмалли вырăн та ăсталарĕç, хапхине тимĕрпе эрешлесе капăрлатрĕç, картисене çĕнетрĕç тата ытти те.
Анат Чакă ялĕ те юлашки çулсенче капăрлансах пырать. Нумай пулмасть çеç ял меценачĕ, Шупашкарти "Лента" акционерлă пĕрлешĕвĕн директорĕ Роза Иванова (Сидорова) тăрăшнипе ял варринче ача-пăчана выляса савăнмалли хăтлă площадка ỹссе ларчĕ. Çитес çул вара Роза Петровна пуçару бюджечĕн программипе тума палăртнă ял клубĕн тăкакне те хăй çине илме шантарчĕ. Ентешĕмĕр ытти чухне те тăван тăрăх аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшать, алă тăсса пулăшать. Çакăншăн ăна пĕтĕм кăмăлтан ял халăхĕ ячĕпе пуç таятăп.
Хальхи вăхăтра территори пайĕнче кашни ялтах ял старостисем халăхпа влаç хушшинчи çыхăнăва тытса тăраççĕ. Вĕсенчен чи асли - Первомайскинчи Арсентий Иванов. Вăл саккăрмĕш теçеткене çитет пулин те мĕн пур ĕçе хастар хутшăнать, хăй те чылай ырă пуçару тăвать. Анат Чакăри Алексадр Белов староста пирки те ыррине çеç каламалла. Кăçал шăпах вăл йĕркеленипе тата тăрăшнипе ял хапхинче илемлĕ стела вырнаçтарчĕç, клуб çывăхĕнчи лапамра кану вырăнне ăсталарĕç, ял варринчи шыв илмелли пусса юмахри евĕр капăрлатса хучĕç тата ытти те. Çакнашкал ĕçсенче округ депутачĕсем Александр Ивановпа Владимир Федоров та тăтăшах пулăшаççĕ.
Юлашки виçĕ çулта ялсен инфратытăмне çĕнетес тĕлĕшпе кашни ялтах пуçару бюджечĕпе çулсем сарнă. Пĕлтĕр Пỹртлĕпе Первомайскинчи икĕ урама вак чулпа тирпейленĕ. Çитес çул Сителте тепĕр урама 400 метр сарма палăртнă. Территори пайĕн тĕп тĕллевĕ малашне те çулсеренех ял халăхĕн хăтлă пурнăçĕшĕн тăрăшасси, вĕсен ыйтăвне тивĕçтересси пулса тăрать
Кĕскен тата пĕлме
- Первомайски территори пайне ултă ял кĕрет: Первомайски, Анат Чакă, Пăлаçи Атăк, Каншел, Сител, Пỹртлĕ. 1035 хуçалăхра 2216 çын пурăнать.
- Территори пайĕнче 18 çул тултарман 279 ача, тивĕçлĕ канăва тухнисем 679-ăн.
- "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес" проекчĕпе килĕшỹллĕн территори пайĕнче 3 ФАП ĕçлет, Первомайскинче врач офисне хута янă.
- Первомайскинче нумай хваттерлĕ çуртсен таврашне хăтлăх кĕртмелли республика программипе килĕшỹллĕн икĕ хутлă çуртсен таврашĕнче ача-пăча лапамне тунă, территори таврашне асфальт сарса хăтлăлатнă.
- "Хăрушлăхсăр паха çулсем" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Первомайски тата Анат Чакă ялĕнче çул хĕррипе тротуар сарнă.
- Первомайскинчи вăтам шкул территорийĕнче хоккейла, мини-футболла вылямалли спорт площадкисем тунă.
- Ялсенче 5 клуб, Первомайскинче вăтам шкул, "Шуçăм" ача сачĕ ĕçлет.
- Территори пайĕнче "Куснар" çĕр ĕç фирми ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе тимлет. Халăхăн ыйтăвне тивĕçтерме 14 суту-илỹ магазинĕ пур, вĕсенчен 11-шĕ уйрăм харпăрçăсен.
ХАКЛАВ
Арсентий ИВАНОВ, Первомайски ял старости:
- Хальхи вăхăтра обществăлла ĕçе кăмăлтан пурнăçласа пыратăп. Пирĕн территори пайĕнче спортпа туслă, юрра-ташша ăста çынсем пурăнаççĕ. Аслă Арапуç тăрăхĕнчен тĕрлĕ енĕпе паллă ентешсем тухни те пире пĕр чăмăра пуçтарăнма, ырă тĕслĕхлĕ пулма, хамăр ят-хисепе малашне те упрама хистет.
Староста тивĕçĕнче эпĕ çĕнĕ çын мар. Паян влаç тытăмĕнчи яваплă çынсемпе, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлени çав тери кирлĕ тесе шутлатăп. Пирĕн ялта, территори пайĕнче çапла пулса пырать те. Юлашки çулсенче ял халăхĕшĕн тунă ĕçсем шăпах çакна çирĕплетсе параççĕ те.
Альбина ЕГОРОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |