Кзыл Чишмари çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕ октябрĕн 19-мĕшĕнче çывăхри шкулсенче вĕренекенсен, Патăрьелĕнчи агротехникум студенчĕсен, кунта тата таврари ялта пурăнакансен, вырăнти предприятисенче вăй хуракансен сассисемпе тулчĕ. Çак кун пысăк ĕç туса ирттерчĕç - 5400 тĕм лартрĕç. Мероприяти пуçланиччен пухăннисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Анисия Воробьева ывăнмасăр ĕçлеме, йывăçсене упрама сунчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Елена Дымза сăмах илчĕ. Вăл "Вăрмана упратпăр" акци "Экологи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланнине, ăна Раççей Федерацийĕн вăрман хуçалăх агентстви пуçарнипе йĕркеленине каларĕ. Кăçал çĕршывра 70 млн тĕп хунав лартма палăртнă, вăл шутран пирĕн республикăра - 61 пин. Чăваш Енре вара ку кăтартуран тахçанах иртнĕ, 70 пин ытла тĕм лартнă.
Чăваш Республикин вĕрентỹ министрĕн çумĕ Марина Лежнина, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Иван Филиппов та тухса каларĕç, вĕсем паянхи кун нумайăшĕн асĕнче юлассине, республикăра çитес çула Экологи культурипе çут çанталăка перекетлессине халалланă май тăван тавралăха упрассипе чылай мероприяти ирттерессине пĕлтерчĕç.
Шăмăршă лесничествин директорĕ Александр Цыганов йывăç лартассипе инструктаж ирттернĕ хыççăн ушкăнсем çине пайланса вăй хума пикенчĕç. Шкул ачисемпе студентсем тата ыттисем маларах палăртнă вырăнсене хыр, чăрăш, юман, пилеш, туя тĕмĕсене лартрĕç, унтан пурте пĕрле вĕри апат çирĕç.
"Вăрмана упратпăр" акцие Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вырсарникун, октябрĕн 22-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн территорийĕ çумĕнчи пушă лаптăксене çамрăк хунавсем лартрĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |