Кашни ача çемьере çитĕнтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2023, 20:30 Просмотров: 170

ОКТЯБРĔН16-27-мĕшĕсенче республикăра "Полици тата ачасем" акци иртет. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси полици сотрудникĕсемпе, профилактика субъекчĕн ытти представителĕсемпе социаллă йывăр лару-тăрури, хăйсен хỹтлĕхне усрава илнĕ çемьесенче пулаççĕ. Рейдăн тĕп тĕллевĕ - çул çитмен ачасен пурнăçĕпе, вĕсене аталанма, вĕренме кирлĕ условисемпе тĕплĕн паллашасси, ашшĕ-амăшĕпе кун пирки куçа-куçăн калаçу ирттересси.

Иртнĕ эрнере комисси çак тĕллевпе ултă çемьене çитсе çул çитмен 17 ачан пурăнмалли йăла условийĕпе паллашнă, хăйсен хỹтлĕхне усрава илнĕ çемьере çитĕнекен ачан пурнăçĕпе те кăсăкланнă. Акци вăхăтĕнче пулнă çемьесенчи кил-çуртра тирпейлĕ те хăтлă пулнине, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне пурнăçласа ачисемшĕн мĕн пур кирлĕ условипе тивĕçтернине палăртнă. Çапах та комисси членĕсем çул çитмен ачасем çул çинче асăрхануллă пулмаллине, кил-çуртра пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине, ашшĕ-амăшĕ пепкисемшĕн яланах пысăк яваплăхра пулнине палăртса хăварнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика