Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.
Ведомство ертỹçи Патăрьел мунициалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Тутар Тимеш тата Каншел ялĕсен çумĕпе юхса иртекен Пăла юхан шывĕн çыранĕсем ишĕлсе пыни, çавна май çуркуннехи ейỹ вăхăтĕнче кунта пурăнакансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине, ку тĕлĕшпе кирлĕ йышăну тумаллине сỹтсе явнă.
Çуркунне Пăла тулнă вăхăтра вара шыв шайĕ 5-7 метра çити çỹлелле хăпарать. Çавна май çут çанталăк пулăмĕ газ, электричество çулĕсем иртекен вырăнсене те, çыранран аякра мар вырнаçнă хуçалăхри объектсене те, уйрăм хушма хуçалăхсене те пысăк сиен кăтартма пултарать.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |