Кашни ыйтупа - тивĕçлĕ йышăну

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:38 Просмотров: 135

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче депутатсен Пухăвĕн 19-мĕш ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тăхăр ыйтăва пăхса тухрĕç. Ларура Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов Патăрьел муниципалитет пурлăхне 2023 çулта приватизацилемелли прогноз планне улшăнусем кĕртес тата муниципалитет округĕн пурлăхне 2024-2025 çулсенче приватизацилемелли тĕп енсем, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Анисия Воробьева Патăрьел районĕнчи Пикшик ял тăрăхĕнчи çĕрсемпе тата строительство валли уйăрнисемпе усă курмалли йĕрке пирки тухса каларĕç.

Çавăн пекех ларура муниципаллă çурт-йĕр тĕрĕслевĕ, муниципаллă служба çинчен калакан положенисене улшăнусем кĕртес, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенчи старостăсен ушкăнне çирĕплетес, округра полици сотрудникĕсемпе пĕрле обществăлла йĕркелĕхшĕн тăрăшакан халăх дружинникĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарас тата ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика