Ентешсен хисеплĕ ячĕ ỹссех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:38 Просмотров: 141

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕрен сферăра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ хисеплĕ ĕçченĕн ятне çĕнсе илнисен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Патăрьел муниципалитет округĕн тулашĕнче те хăйсен ят-сумне республика шайĕнче çĕкленисем сахал мар. Акă, çак кунсенче çеç Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Первомайски территори пайĕнчи Пăлаçи Атăк ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Николаевич Никитина физкультурăпа спортри çитĕнỹсемшĕн "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Василий Николаевич хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе тренер пулса ĕçлет. Опытлă преподаватель ку таранччен "Чи лайăх тренер", "Чи лайăх судья" хисеплĕ ятсене те тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче Раççей спорт мастерĕсем те сахал мар.

 Сăмах май каласан, çак çемьеренех Патăрьелĕнче пурăнакан Петр Николаевич Никитин "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Педагог-музыкант канăва тухнă пулин те паянхи кун та округра иртекен культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать.

Яндекс.Метрика