Пĕрлехи вăйпа - часовня

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:40 Просмотров: 156

Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх вăйĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе ялсенче 16 часовня çĕкленнĕ. Вĕсен çумне çак кунсенче тепре хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи çĕнĕ масар территорийĕнче кĕске вăхăт хушшинче туса лартнă Александр Невский ячĕллĕ кĕлĕ çуртне (кунта мĕн пур услови пулнăран çаплах калас килет), октябрĕн 23-мĕшĕнче Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей кĕлĕ туса сăвапларĕ.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Ялуков, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Петр Ялуковпа Сергей Моисеев, ял старости Николай Николаев, ял хастарĕсем, часовньăна туса лартма пулăшнă ял çыннисем хутшăнчĕç.

Çĕнĕ масарта çынна юлашки çула чыслăн ăсатмалли часовня туса лартас ыйтăва Патăрьелсем кăçалхи январь уйăхĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче хускатрĕç. Ун чухнех Петр Ялуков депутат ырă сĕнĕве аталантарса çывăх вăхăтрах ĕçе пикенмелли пирки каларĕ. Халăх пĕр саслăн шухăша ырланă хыççăн ял активĕпе часовньăн эскиз проектне пăхса тухнă. Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков Феодор Владыкăран пил илнĕ тата кĕлĕ çурчĕн пулас вырăнне сăвапланă хыççăн строительсем çурхи шыв-шур типнĕ хыççăнах унăн никĕсне ячĕç. Ĕç кал-кал та тирпейлĕн пулса пычĕ. Çапла вара 3-4 уйăхра çывăх тăванăмăрсем канлĕх тупнă Патăрьелĕн çĕнĕ масарĕнче халăх вăйĕпе тепĕр часовня çĕкленчĕ. .

ХАКЛАВ

Николай ЯЛУКОВ, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ: -

 Халăх сурсан кỹлĕ те пулать теççĕ ваттисем. Чăнах та пĕрлехи вăйпа тата кĕске вăхăт хушшинче Патăрьелсем çĕнĕ масарта часовня туса лартни савăнтарать. Паян чун-чĕререн çак сăваплă ĕçе тума хутшăннă хастарсен ятне уйрăммăн аса илсе хăварасшăн. Ĕçĕн пысăк пайне "Батыревский" обществăн ертỹçи, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ялуков хăйĕн çине илчĕ. Çавăн пекех ПМК-9 начальникне Сергей Ахмеева, Александр Филиппов, Александр Комиссаров, Андриян Николаев, Андрей Емелин, Игорь Николаев, Сергей Алексеев, Александр Хлебников предпринимательсене, "Корма" çĕр ĕç фирмин ертỹçисене Александрпа Иван Владимировсене, "Версаль" кафене сăваплă ĕçе пурнăçлама алă тăсса пулăшнăшăн чĕререн тав сăмахĕ каласшăн. Ĕç кал-кал та тирпейлĕ пултăр тесе Вячеслав Бармаков стройка ĕçне ир пуçласа каçченех йĕркелесе пычĕ. Николай атте ăна Архиерей грамотине парса чыс турĕ. Ытти хастарсем территори пайĕн Тав хутне тивĕçрĕç.

Çак ĕçе халăх вăйне явăçтарассинче ял старостин Николай Николаевăн тỹпи пысăк пулнине те палăртса хăварасшăн. .

ПĔЛМЕ

. Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи православи ялĕсенче 15 чиркỹ, 17 часовня, мăсăльман тĕн йĕли-йĕркине тытса пыракан ялсенче 19 мечĕт. Ĕмĕрлĕх тĕнчене куçассинчен никам та хăтăлса юлаймасть пулин те, часовньăн çăмăллăхĕпе май пур таран сахал усă курмалла пултăр, паллах. Çапах та çывăх çыннăмăрсемпе юлашки хут сыв пуллашмалли вырăнта мĕн пур услови çителĕклĕ пулни кăмăллă. Кунтах иконсем вырнаçтарнă, тăванăмăрсен канлĕхĕшĕн çурта çутмалли вырăн та пур. Хĕллехи вăхăтра хутса ăшăтма кăмака мăрйине те кăларнă. Территори таврашĕ те хăтлă, тирпейлĕ. Пĕтĕмпех брусчатка сарнă.

Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн чăннипех те пурне те пуç таймалăх пур.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика