Сцена çинче - фольклор коллективĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:40 Просмотров: 150

 Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче анатри чăвашсен регионсем хушшинчи "Ĕмĕрсен эрешĕсем" фольклор фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕнчи централизациленĕ клуб системипе республикăри Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх ăсталăх центрĕ пĕрле йĕркеленĕ.

Фестивале республикăра пурăнакан анатри чăвашсен, вырăссен, ирçесен фольклорпа этнографи культурине упраса хăварас тата сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Программăра тĕрлĕ жанрлă халăх юррисем, ташшисем, йăла-йĕрке пулнă.

Гала-концерта хутшăнакансене республикăри Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх ăсталăх центрĕн пай заведующийĕ Светлана Тяхмусова, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерỹ пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Полина Логунова, централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталия Алексеева саламланă.

Фестивале республикăри Патăрьел, Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Тăвай, Елчĕк муниципалитет округĕсенчи тата Пенза, Самар облаçĕсенчи, Тутарстан тăрăхĕнчи 200 ытла çын хутшăннă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи халăх фольклорĕн 4 коллективĕ: Тури Чакăри "Чемен" (ертỹçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Гаврилов), Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" (Зот Степанов), Каншелĕнчи "Çăлкуç" (Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов) тата Шăхачри "Умарина" (Николай Стефейкин) сцена çине тухнă.

Фольклор коллективĕсене лауреат дипломĕсемпе тата парнесемпе чысланă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика