"БТВ" команда - малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:41 Просмотров: 166

Шупашкарти "Спартак" стадионта Чăваш Енре футболла выляса мала тухассишĕн вăйăсем иртнĕ. Финалти тупăшăва Патăрьелĕнчи "БТВ" тата Шупашкарти футбол спорт шкулĕн командисем тухнă. Пĕрремĕш тайм Патăрьелсем 2:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Иккĕмĕшĕнче 2:2 пулнă. Пенальти тапса вара Шупашкар команди çĕнтернĕ. Пирĕннисене кĕмĕл медаль тивĕçнĕ. Çак чыса виççĕмĕш çул алăран ямастпăр.

Сезон вăрăм пулчĕ. Çак хушăра сахал мар ĕç тунă, вăй-хал та кĕрсех тăнă, хавхалану ỹссех пынă.

Палăртрăмăр ĕнтĕ, пĕрремĕш вырăнта Шупашкарти футбол спорт шкулĕн команди, иккĕмĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн "БТВ" ушкăнĕ, виççĕмĕшĕнче тĕп хулари футбол спорт шкулĕн "Волга-Тав" каччисем.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Валерий Антонова спортсменсем муниципалитетри футбол клубне тытса тăма пулăшнăшăн ырăпа палăртаççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика