Шанчăклă автомобильпе çеç çула тухмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2023, 20:48 Просмотров: 97

Çула тухакан автомашина çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те юсавлă, шанчăклă пулни пĕлтерĕшлĕ. Çапах та тепĕр чухне çанталăк условийĕ те водительсем çул-йĕр правилине пăхăннине тĕрĕслет темелле. Халĕшăпах урамра çакнашкал вăхăт.

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 2023 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа автомашина çинче çакăн пек çитменлĕхсем пулсан çула тухма, унпа усă курма юрамасть: çуллахи вăхăтра (июнь, июль, август) автомашина шини шипаллă, хĕллехи тапхăрта (декабрь, январь, февраль) кустăрмасем çуллахи резинăпа е кустăрмисене пĕтĕмпех хĕллехи резинăпа улăштарман пулсан.

 Çавăн пекех çĕнĕ йышăнупа килĕшỹллĕн руль управленине вăйлатмалли гидросистемăра шĕвек сăрхăнни, юхни е антиблокировка тормоз системи (АВS) юсавсăр пулни те водительшĕн çула тухма чаракан сăлтавсем пулмалла.

Ỹсĕре çул-йĕр те юратмасть!

2023 çулхи тăхăр уйăхра Патăрьел муниципалитет округĕн территоринче 29 (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 27) авари пулнă. Вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 41-ĕн аманнă.

Аварисен ытларах пайĕ руль умĕнчи çынсем ỹсĕр пулнипе çыхăннă. Çакă, паллах, пăшăрхантарать те, шухăшлаттарать те. Иртнĕ çул çакнашкал 7 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра 11 водителе асăннă сăлтавпа явап тыттарнă.

Çак тапхăрта çуран пыракан çине автомашинăпа кĕрсе кайнипе 5, çул урлă каçмалли вырăнта 1, çуран пыракан çул-йĕр правилине пăхăнманран 2, хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухнипе 7 авари пулнă.

Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту - аварисене çул çитмен ачасем хутшăнни. Шел пулин те, тăхăр уйăхра тăхăр ача инкек тỹснĕ.

Алексей МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика