Чун-чĕре хĕмленсен - ĕç ăнать старостăсен

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2023, 20:49 Просмотров: 104

Хальхи вăхăтра староста общество пурнăçĕнче власть органĕпе халăх интересĕсене çыхăнтарса тăракан хастар. Тăван ял малашлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшакан тỹлевсĕр "ĕçе кỹлĕннĕ" çын паян пысăк ĕç пурнăçласа пырать. Ял халăхĕ умĕнче уйрăм хисеп çĕнсе илнĕ лидера (çаплах каламалла) граждансен пухăвĕнче суйлаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялта та кашнинчех староста пур.

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк мунициалитет округĕсенчи ял старостисем семинар-канашлăва пуçтарăнчĕç.

Çавăн пекех пĕрлехи мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Канашлу Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче çирĕплетнĕ старостăсене çĕнĕ удостоверенисем панинчен пуçланчĕ. Сăмах май каласан, удостоверение алла илнĕ старостăсенчен çулĕпе те, ĕç опычĕпе те чи асли - Первомайскинчи Арсентий Иванов. Саккăрмĕш теçеткери хисеплĕ ватă обществăлла ĕçе мĕн пур чунтан пурнăçласа пырать. Туçари Антонина Салмина староста та пуян опытлă. Çулне кура мар ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Канашлăва хутшăннă старостăсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вырăнсенчи ырми-канми ĕçшĕн, ялсене аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕрен программăна, пуçару бюджечĕпе тăвакан проектсене пурнăçа кĕртме пулăшса пынăшăн, халăхпа килĕштерсе тата ăнланса ĕçленĕшĕн тав турĕ.

- Раççейре старостăсен институчĕ мĕн авалах пулнă. Ун чухнех вĕсем пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланă. Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче вĕсен витĕмĕ чакнă пулин те, юлашки çулсенче старостăсен статусĕ ỹсни, халăхшăн пархатарлă та кирлĕ ĕçсем тума пултарни савăнтарать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикинче "Старостăсене пулăшакан центр" проект ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ. Унпа килĕшỹллĕн "Чăваш Республикинчи чи лайăх староста" конкурс иртет. Çĕнтерỹçĕсене дипломпа тата укçан хавхалантаратпăр.

Пурнăç малалла аталанса пынине кура старостăсен кунне палăртас, вĕсен ячĕпе ятарлă значок кăларас ĕмĕтсем те пур. Хăйсен чун туртăмĕпе тăрăшакан хастарсене хавхалантармаллах,- палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин председателĕ Анатолий Самакин та старостăсем ялсенче пысăк вăй, хисеп пулса тăнине палăртрĕ.

Семинарта вырăнсенчи хастарсем хăйсен ĕç опычĕпе те паллаштарчĕç. Аслă Чемен территори пайне кĕрекен Тури Чакăри Иван Никитин староста ялта пĕрлехи вăйпа пурнăçласа пыракан ĕçсем пирки каласа пачĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Яндекс.Метрика