ХАЛЬХИ вăхăтра Патăрьелĕнче çурăм хыçне сумка çакнă, шкула çуран утакан ачасене питĕ сахал курма пулать. Ку вĕренекенсен шучĕ чакнипе çыхăнман тесшĕн. Шкултан аякрах мар пурăнаççĕ пулин те ашшĕ-амăшĕ темшĕн ачисене вĕрентỹ учрежденине автомашинăпа ăсатать. Çавăнпа та ирхине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул çурчĕ умĕнче туллиех машина хĕвĕшет. Хăш-пĕр водитель вара шкул умĕнчи тротуар çине кĕрсе кайсах чарăнаççĕ. Тротуар парковка вырăнĕ мар-çке! Унтан çынсем, çав вăхăтрах ачасем те утса çỹреççĕ. Инкек е авари пуласси вара çавăнтах пулма пултарать. Шăпах çакăн пирки "Авангард" хаçат редакцине ашшĕ-амăшĕ пăшăрханса шăнкăравласа пĕлтерчĕ те.
Ноябрь 2024 |