Пысăк хастарлăхпа ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2023, 20:50 Просмотров: 107

УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене çар пурнăçĕнче пулăшма ырă ĕç тăвакансен йышĕ хушăнсах пырать. Юлашки кунсенче Кĕçĕн Патăрьелсем Альбина Рубцова хастар, Ольга Марковăпа Марина Жукова культура ĕçченĕсем ертсе пынипе ял клубĕнче кашни кунах хỹтĕлев сетки çыхаççĕ. Ырă та пархатарлă ĕçе кар тăракансен умĕнче пуçа çеç таймалла. Ялтан 50-60 çын пуçтарăнать. Вăл шутра арçынсем те пур. Акă, Олег Рубцов пĕр кун сиктерми хĕрарамсемпе пĕрлех ĕçлет. Çак кунсенче çеç вĕсем тĕрлĕ размерпа виçĕ хỹтлĕх хатĕрленĕ. Шăхач, Аслă Чемен, Турхан ял тăрăхĕсенче те çак ĕçе начар мар йĕркелесе пыраççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика