Электрокăмака пушар сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2023, 20:40 Просмотров: 513

 УРАМРА çанталăк хура кĕр енне сулăнни аванах сисĕнме пуçларĕ. Йывăçсем ылтăн тумне улăштарчĕç, час-часах янкăр тỹпене хура пĕлĕтсем хупăрласа илеççĕ... Патăрьел муниципалитет округĕнчи организаци-предприятире, учрежденисенче, çавăн пекех уйрăм кил-çуртра пурăнакансемшĕн пĕр-икĕ эрне каяллах кĕркуннехи-хĕллехи хутмалли тапхăр пуçланчĕ. Çавăнпа та çывхарса килекен хĕл кунĕсене пăтăрмахсăр, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ирттерсе ярасси кашнийĕн тĕп тĕллев пулмалла. Чи малтанах кил-çурта ăшăтас тĕллевпе электрокăмакапа усă куракансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Унта-кунта тухнă чухне ăна тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Кил-çуртра пĕчĕк ачасем пулсан пушшех кăмака мĕнле ĕçленине пăхсах тăмалла.

Çанталăк улшăннă вăхăтра çулсеренех мунча хутнă чухне асăрханулăх çитменрен е ăна ытла хĕртсе янăран пушар тухнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Вут-кăварпа çыхăннă инкек чылай чухне хуçасенченех килет. Хутмалли тапхăр никамшăн та пушар сăлтавĕ ан пултăр.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика