КИЛĔШỸЛЛĔ мăшăр - кил илемĕ. Вĕсем ватлăхра тата ытларах хисеплĕ. Акă, ноябрьте Первомайскинчи Ильяпа Мария Киргизовсем, Пỹртлĕри Геннадийпе Валентина Саватьевсем, Каншелĕнчи Владимирпа Вера Кирилловсем, Пăлапуç Нурăсри Михаилпа Галина Урмаковсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Петрпа Нина Герасимовсем, Шăнкăртамри Мухтесибпа Эльфия Юсуповсем пĕр сукмакпа утма пикенни 50 çул, Тутар Сăкăтĕнчи Семигуллапа Гельшат Басыровсем, Треньелĕнчи Валерийпа Елизавета Пайминсем, Красномайскинчи Геннадийпе Антонина Гавриловсем, Анат Туçари Николайпа Валентина Мясниковсем, Туçари Александрпа Любовь Фроловсем 55 çул, Патăрьелĕнчи Владимирпа Раиса Викторовсем 60 çул пĕрле пурăннине паллă тăваççĕ. Вĕсем пурте йышлă ача çуратса ỹстернĕ, анлă çул çине кăларнă. Именкассинчи Петр Максимовичпа Валентина Алексеевна Маловсем вара ноябрĕн 29-мĕшĕнче тимĕр туй ячĕпе тăванĕсене кĕрекене пуçтарĕç. Тăватă ача ашшĕпе амăшĕ 65 çул пĕр-пĕрне хисеплсе те юратса пурăнаççĕ.
Ноябрь 2024 |