Денис Хромова - "Паттăрлăхшăн" медаль

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2023, 18:09 Просмотров: 451

ÇАК КУНСЕНЧЕ Вишневский ячĕллĕ Тĕп çар госпиталĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче тивĕçне пурнăçлакан пирĕн ентешĕмĕре, Первомайскинчи Денис Хромова "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. 24 çулхи çар çыннине кĕçĕн сержант званине те панă.

Салтакăн хăюллăхĕ, службăна чун-чĕререн пурнăçлани пысăк хака тивĕçнĕ. Çарти йывăр тĕрĕслевсенче хăрушлăхпа куçа-куçăн тăнă чухне те вăл паттăрлăх кăтартнă. Денис аманнă салтаксене эвакуациленĕ вăхăтра ятарлă çар операцийĕн зонинче тăшман мини çине лекнĕ. Вăл госпитальте сывалса тухнă. Анчах шел, пĕр урине çухатнă. Апла пулин те çирĕп кăмăллă кĕçĕн сержант пысăк шанăçпа малалла пăхать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика