"Ял тухтăрĕ" программа - ĕçре

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2023, 18:21 Просмотров: 315

Медицина организацийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси - "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕ. Шăпах вăл пурнăçа кĕрсе пынă май паян Патăрьел муниципалитет округĕн тĕп больницине "Ял тухтăрĕ" программăпа ĕçе вырнаçнă ультрасасă диагностикин тухтăрĕ Зелфия Юмаева пирки каласа парас килет. Пациентсем ăна малтанхи кунранпах ырă кăмăллă, тимлĕ пулнипе пĕлеççĕ. Пĕрле вăй хуракан ăста тухтăрсен пулăшăвĕпе вăл çăмăллăн ĕçе пуçăнса кайнине палăртаççĕ. Зелфия ку чухнехи пысăк технологиллĕ оборудованипе хăй тĕллĕн ĕçлет, ультрасасă тĕпчевĕсене ачасене те, аслисене те тăвать. Унсăр пуçне больницăн медицина тивĕçтерĕвĕсене анлăлатас тĕллевпе малашне те хăйĕн хăнăхăвне ỹстерсе пыма тăрăшать. Аса илтеретпĕр: "Ял тухтăрĕ", "Ял фельдшерĕ" программăсене пĕчĕк хуласемпе ялсене специалистсемпе туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика