Тĕп темăсенчен пĕри - бюджет ыйтăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2023, 20:30 Просмотров: 303

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ Николай Тинюков ертсе пынă.

Лару ĕçне депутатсемпе пĕрлех Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем те хутшăннă.

Депутатсем кун йĕркинчи тăватă ыйтăва пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну тунă. Тĕп ыйтусенчен пĕри 2023-2024 çулсенчи бюджета пайăрлатни пулнă. Вăл тупăш енĕпе малтанхи планринчен 168 миллион тенкĕ ỹснĕ, вăл шутра иккĕмĕш хут бюджета пайăрлатнă хыççăн 88,4 миллион тенкĕ.

Çавăн пекех ларура муниципалитет округĕнче налук пуçтарассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă, бюджет хутшăнăвĕсем çинчен калакан положение çирĕплетесси пирки йышăну тунă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика