Тăвай муниципалитет округĕ 2024 çулта Республика кунне уявлакан центрсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл уяв мероприятийĕсене ирттерме ирĕк çĕнсе илессишĕн муниципалитет тата хула округĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ. Кун пирки калакан указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. Çавăн пекех уяв мероприятийĕсем Шупашкарта та иртеççĕ.
Республика кунне хатĕрленсе ирттерессин шайĕнче Министрсен Кабинечĕ мероприятисен планне туса хатĕрлесе çирĕплетет, Тăвай муниципалитет округĕ ялсен обществăлла инфратытăмне аталантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçет.
Ноябрь 2024 |