Асăмăртан сăнарĕсем тухмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2023, 19:18 Просмотров: 263

 Сăкăтра Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Дмитрий Назарова асра тытса мини-футбол турнирĕ иртнĕ.

 "Паттăрсене асра тытасси - пирĕн тивĕç. Патшалăхăн ят-сумĕпе чысне упраса пуçне хунă вăл. Ун пек паттăрсене манăçа кăлармалла мар",- тенĕ сăмах илсе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлевпе чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин.

Тухса калакансем пурте Димăна ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ пăхса ỹстернине, ывăлĕ тăван ялăн, çĕршывăн харсăр патриочĕ пулнине палăртнă. Çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунисене тата Димăна асра тытса пĕр самант шăп тăнă.

Турнира уçнă çĕре паттăрăн ашшĕ-амăшĕ те хутшăннă. Пĕрремĕш мечĕке унăн ашшĕ тапнă.

 Вăййа 4 команда хутшăннă. Турнир хĕрỹ иртнĕ.

х х х

Аслă Чемен ял территорийĕн "Айдуш" уçланкинче те çакнашкал турнир иртнĕ. Ăна Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Александр Софронова асра тытса йĕркеленĕ. Александр çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăх, çирĕплĕх, хастарлăх, хăюлăх кăтартнă. Хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр вилĕме хирĕç тăнă, паянхи мирлĕ тỹпешĕн кĕрешнĕ.

Турнира 5 команда хутшăннă. Харăсах икĕ лапамра вылянă. Хĕрỹ тупăшура вара Ульяновск облаçĕнчи "Чеботаевка" виççĕмĕш, Патăрьел тата Шăнкăртам ялĕсен пĕрлештернĕ "Туслăх" ушкăнĕ иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Пикшиксем" команда кубока çĕнсе илнĕ. Вылякансене грамотăсемпе, медальсемпе, парнесемпе хавхалантарнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика