ХАМĂР пурăнакан, иртсе çỹрекен вырăна, тăван тавралăха таса та тирпейлĕ тытмалли пирки тăтăшах калаçатпăр, çыратпăр пулин те ку тĕлĕшпе нĕрсĕрле хăтланакансем тупăнсах тăраççĕ. Темиçе кун каялла Патăрьелĕнчи Дружба урамĕнчи автостанцин сарă хапхи çумнех такам хуçалăхри çỹп-çапа, ăпăр-тапăра автомашина çинчен силленĕ те хăварнă. Паллах, çут çанталăк тăшманĕ (çаплах калас килет) алли-ури йĕрне хăварман. Ăна вăл никам иртсе çỹремен чухне варкăнтарнă-тăр. Тĕнче вара ырă çынсемсĕр мар, теççĕ. Куçа тирĕнекен тирпейсĕрлĕхе хăйсен ирĕкĕпе пуçтаракансем те тупăннă. Вĕсем ăна автомашина çине тиесех ятарлă вырăна кайса тăкнă.
Ноябрь 2024 |