Çĕнелет тăван тавралăх - кар тăрсассăн туслă халăх

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2023, 19:30 Просмотров: 268

Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенчи инфратытăм çулсеренех çĕнелсе пырать. Ырă пулăм наци проекчĕсемпе, тĕрлĕрен программăпа проектăн ырă çимĕçĕ тесех хаклас килет.

Юлашки çулсенче Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен ялсем те сăн-сăпатран чылай улшăнса, хăтлăланса пыраççĕ. Территори пайĕн пуçлăхĕпе Мария Юрьевна Кошкинăпа шăпах вырăнти хăй тытăмлăх органĕ наци проекчĕсемпе, регионти ытти программăпа, халăх хастарлăхĕпе, пуçару бюджечĕпе пурнăçланса пыракан ĕçсем пирки калаçу пуçартăмăр.- Нăрваш Шăхаль территори пайĕ çак тăрăхра çуралса ỹснĕ паллă та пултаруллă ентешсен çитĕнĕвĕпе çеç мар, ĕçчен те туслă халăх ял малашлăхĕшĕн, унăн капăрлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшнипе те палăрса тăрать. Мария Юрьевна, юлашки çулсенче ялсен инфратытăмне çĕнетес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем пирки кĕскен каласа парăр-ха?

- Хальхи вăхăтра территори пайĕсенчи урамсем ял тĕкĕрĕ шутланаççĕ. Çавăнпа та вырăнти муниципалитетăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вĕсене хăтлăх кĕртесси, çулсене юсасси, пăхса тăрасси. Пирĕн территори пайне кĕрекен Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Апрушнай ялĕсенче çул сарман урамсем çук. Анчах та кашни çулах вĕсене пăхса, тирпейлесе, юсаса тăмалли ĕçсем пулсах тăраççĕ. Кăçал та "Труд" хуçалăх пулăшăвĕпе, халăх хастарлăхĕпе Тĕп урамри путăк-шăтăка хупларăмăр.

2019-2020 çулсенче Нăрваш Шăхалĕнчи чи вăрăм урама (1333 метр) - Пулевейне - ялсенче автомобиль çулĕсем тумалли республикăри адреслă инвестици программипе килĕшỹллĕн асфальт çул тата тротуар сарчĕç. Унăн проектпа смета документацийĕсене шăпах ял халăхĕ хутшăннипе пурнăçланă. Çула тирпейлесе пĕтернĕ хыççăнах çак урамсем Чăваш Республикинче тирпей-илемпе йĕркеленĕ конкурса та хутшăнчĕç, "Чи лайăх урам" номинаципе çĕнтерỹçĕ пулчĕç. Район шайĕнче йĕркеленĕ çакнашкал конкурсра та Пулевейсем малти вырăна тухрĕç. Хавхалантару укçине яла хăтлăх кĕртнĕ çĕре янă, ача-пăча лапамĕ тунă. Çак урам çулсеренех хитреленсе, капăрланса пырать. Кунта пурăнакансем ыйтнипе çитес çул та халăхпа пĕрле çĕнĕрен тирпей-илемпе хăтлăх конкурсне хутшăнасшăн.

- Паян ытти отрасльпе пĕрлех культура сферине аталантармалли федераци, регион шайĕнчи программăсем те сахал мар. Икĕ çул каялла шăпах сирĕн территори пайĕнче те юхăннă клуба çĕнетсе капăрлатрĕç...

- Çапла, Нăрваш Шăхалĕнчи культура çурчĕ шалтан та, тултан та юхăнса çитнĕччĕ. 2021 çулта ăна "Культура" наци программипе килĕшỹллĕн тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Кунти ĕçсене пурнăçлама 10 миллион ытла укçа-тенкĕ кайнă. Унсăр пуçне "Вырăнти культура çурчĕ" программăпа шал енчен хăтлăлатма 300 пин тенкĕ ытлалăх сĕтел-пукан туяннă. Хальхи вăхăтра 300 вырăнлă культура çуртĕнче тĕрлĕрен культура мероприятийĕ иртет, кружоксем ĕçлеççĕ, кунтах алă ăстисем мастер-класс ирттереççĕ тата ытти те. Çак çуртрах библиотека, ФАП та вырнаçнă, çамрăксене теннисла выляма пĕчĕк зал та пур.

- Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче, çавăн пекех пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче те 2017 çулта старт илнĕ "Пуçару бюджечĕ" программа анлă сарăлса пырать. Ку тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлесе пыратăр-ши?

- Паллах, пуçаруллă бюджет программине пурнăçа кĕртес тесен халăхпа ытларах ĕçлеме тивет. Çак ĕçре вĕсен ăнланулăхĕпе хастарлăхĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. 2023 çулта эпир пуçару бюджечĕпе Нăрваш Шăхалĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка юсарăмăр. 600 пин тенкĕ кайрĕ. Кунти ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех. Вăрçăра пуç хунисене çырнă плиткăсене çеç çыпăçтарса хумалла.

 Территори пайĕн центрĕнчи пушар деповĕн тăррине те çак меслетпех çĕнетнĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра пушар машинине халăх хăйĕн вăйĕпе тытса тăрать.

Апрушнайĕнчи, Пулевейĕнчи масар картисене çĕнетес, таврашне хăтлăх кỹрес ĕçе те халăх кар тăнипе пурнăçланă. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче тата Нăрваш Шăхалĕнче малашне ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха.

Çакна та палăртса хăварас килет. Хальхи вăхăтра ял малашлăхĕ, хăтлăлăхĕ, унăн илĕртỹлĕхĕ ытларах кунта пурăнакансенчен килет. Пĕрлехи вăйпа, пĕр шухăшлă пулсан çеç йывăрлăхсене çĕнтерме, хамăр тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаратпăр.

Альбина Егорова калаçнă

Кĕскен тата пĕлме

Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен Нăрваш Шăхалĕнче 955 çын, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 493 çын, Апрушнайĕнче 24 çын пурăнать.

 2023 çулхи январĕн1-мĕшĕ тĕлне Нăрваш Шăхалĕнче 22, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 13, Апрушнайĕнче нумай ачаллă пĕр çемье, вĕсенче117 ача çитĕнет.

Территори пайĕнчи ялсенче мĕн пурĕ пуçару бюджечĕн программипе 23 контейнер площадки тунă, вĕсенче 46 евроконтейнер вырнаçтарнă. Унсăр пуçне тăватă масарта икшер, стадионпа культура паркĕнче, чиркỹ территоринче те çỹп-çап пуçтарăнмалли контейнерсене лартнă.

Кашни ялтах урамсенчи çутă ыйтăвĕ татăлнă.

 2020 çулта пуçару бюджечĕн программипе пушар деповĕн çурт тăррине (350 пин тенкĕлĕх) улăштарнă. Халăх пушар деповне хăй вăйĕпе тытса тăрать.

2020 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн итогĕпе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ районти 1000-3000 çын пурăнакан хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Хальхи вăхăтра территори пайĕнче "Труд", "Шанс" хуçалăхсем, Нăрваш Шăхалĕнче вăтам шкул, врач амбулаторийĕ, культура çурчĕ, чиркỹ, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче клуб, вулавăш, фельдшерпа акушер пункчĕ, Апрушнайĕнче клуб ĕçлеççĕ. Территори пайĕнче почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, 4 суту-илỹ магазинĕ пур.

 Нăрваш Шăхаль территори пайĕ тĕрлĕрен сферăра Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă ентешĕсемпе те мухтавлă.

Хаклав

Григорий ШАЛТЫНОВ, Апрушнай ял старости:

- Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен пирĕн ял муниципалитет округĕнче те пĕчĕк ялсенчен пĕри. Апрушнай çак вырăнта пуçланса кайни кăçалхи август уйăхĕнче 95 çул çитрĕ. Аякри-çывăхри ентешсемпе, тăвансемпе, пĕлĕшсемпе ăна асра юлмалла йĕркелесе ирттерсе ятăмăр. Сăмах май каласан, пирĕн ялта çуралса ỹснĕ ентешĕмĕрсен тăванлăх, туслăх туйăмĕ çав тери пысăк. Пĕчĕк ялăн илемĕ шутланакан хитре те илĕртỹллĕ часовньăна та ентешсен вăйĕпех çĕклерĕмĕр.

Паян ялта 24 çын пурăнать, шкула çỹрекен икĕ вĕренекен пур. Çуллахи вăхăтра йыш хутшăнать, ачисем, мăнукĕсем яла килеççĕ. Эпĕ староста çеç мар, клуб заведующийĕ те пулнă май ялта пурăнакансемпе, ачасемпе те календарьти тĕп уявсене пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Нумай пулмасть çеç хамăн мăнуксемпе тата ялти ачасемпе ял уявĕ иртекен вырăнта тĕрлĕрен йывăç лартса субботник йĕркелерĕмĕр. Хавхалансах хутшăнчĕç вĕсем çак ĕçе.

Апрушнай илемлĕ те тирпейлĕ ял. Ăна пĕрлехи вăйпа тытса тăратпăр. Час-часах субботниксем йĕркелетпĕр. Масар картисене хамăр вăйпа, халăх хастарлăхĕпе улăштарса çĕнетрĕмĕр.

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă теççĕ ваттисем. Ял хавалĕ пысăк пулни пире паян хавхаланса пурăнма май парать те.

 Редакцирен:

Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен Апрушнай ял старости Григорий Шалтынов кăçал "Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх" конкурс итогĕпе "Чи лайăх староста" номинаципе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика