2005 ÇУЛХИ октябрĕн 25-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин резолюцийĕпе тĕнчери мĕн пур çĕршыв ноябрĕн виççĕмĕш вырсарникунне çул çинчи аварисенче вилекенсене асра тытмалли, вĕсене асăнмалли кун тесе йышăннă. Кăçал ăна ноябрĕн 19-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çавна май çак эрнере, ноябрĕн 13-19-мĕшĕсенче, республикăра "Чĕрĕ юлăр!" ("Оставайтесь живыми!") акци йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çул-йĕр çинче пулакан инкек-синкекран асăрханасси, тимлĕ пуласси.
Республикăри, муниципалитет округĕнчи патшалăх çул-йĕр инспекторĕсем аслисене те, ачасене те çул-йĕр правилине пăхăнма, аваринчен сыхланма ыйтаççĕ. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта çеç республикăри çул-йĕр çинче 602 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вĕсенчен 20-шĕ 16 çул тултарман ача пулнă. Чылай чухне пирĕн сывлăх, малашлăх хамăр алăрах. Кашни водитель çул çинче йĕркене пăхăнни те инкекрен сыхланма та, сывă юлма та пулăшĕ.
Ноябрь 2024 |