ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи "Пограничное братство" пĕрлĕх хастарĕсем пилĕк çул каяллах унăн ертỹçи Анатолий Быков хастарлăхĕпе тата ертсе пынипе тĕрлĕ çулта чикĕ хуралĕнче службăра пулнисем пирки "Я служил на границе" кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. 350 страницăллă "чун апатне" кăларма ун чухне салтаксен çывăх тăванĕсемсĕр пуçне территори пайĕсем те чылай пулăшнă, пограничниксен сăн ỹкерчĕкĕсене, вĕсен кĕске биографине те çырса панă. Çапах та пĕрлехи вăйпа кун çути курнă кĕнекене кĕмен пограничник-ветерансем те пур. Анатолий Алексеевич хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра кĕнекен тăсăмне малалла пичетлеме тепĕр 80 салтакăн сăн ỹкерчĕкĕпе кĕске биографине хатĕрленĕ. Манса юлнисем татах та пулма пултараççĕ. Çавăнпа та çак ыйтупа çĕнĕ хыпар тупăнсанах Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Пограничное братство" пĕрлĕх ертỹçине пĕлтермелле.
Ноябрь 2024 |