Депутат парнисемшĕн - турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2023, 20:29 Просмотров: 285

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче хĕрсем хушшинче Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Наталия Андрееван парнисене çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртнĕ. Мероприяти тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине тата волейбол вăййине анлăн сарасси, ăста вылякансене палăртасси.

 Вăййа хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева саламланă.

Турнир кăçалхипе виççĕмĕш хут иртнĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ ỹссех пырать. 8 команда явăçнă: Вăрнарти, Йĕпреçри, Шупашкар хулинчи 22-мĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Ульяновск хулинчи вăтам шкулсен, Шупашкар хулинчи пĕрремĕш гимназин спортсменĕсем.

Турнир хĕрỹ иртнĕ. Кашни команда пысăк хастарлăхпа вылянă. Куракансем вĕсене хавхалантарса тăнă.

Виççĕмĕш вырăна Шупашкар хулинчи пĕрремĕш гимназин, иккĕмĕшне Ульяновск хулинчи "Восход" команда, пĕрремĕшне вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем йышăннă.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика