Ăмăртăва хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Чăваш Республикинчи "Нива" вĕрентỹ центрĕн директорĕ Владимир Чурбанов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, "Юрат" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Александр Андреев, хăвăрт утассипе тĕнче тата Европа чемпионĕ, Олимп вăййисене хутшăннă Алина Иванова, тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи, бокс енĕпе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Валерий Лаптев, Чăваш Республикинчи бокс федерацийĕн президенчĕ Эдуард Иванов, Европа чемпионĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе тава тивĕçлĕ СССР спорт мастерĕ Иван Григорьев, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, грекла-римла кĕрешес енĕпе Европа чемпионĕ Минсеит Тазетдинов, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн Чăваш Республикинчи обшествăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ, Раççей чемпионĕ Юрий Карпов, спорт ветеранĕсем саламланă, ăнăçусем суннă.
Асăннă турнир Федор Моисеевăн ачисемпе мăнукĕсем, çывăх çыннисем тăрăшнипе муниципалитет округĕнче çулленех иртет. Кăçалхипе вăл 35-мĕш хут пулнă. Тупăшăва Чăваш Енрен, Ульяновск тата Самар облаçĕсенчен 100 ытла спортсмен килнĕ, вăл шутра 4 тĕнче чемпионĕ. Профессионаллă спортсменсемпе пĕрлех çамрăксем те хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Федор Петрович ăста спортсмен пулнă. Вуншар çул муниципалитет тата республика шайĕнче унăн кăтартăвне çĕнетекен пулман.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем, дипломсем, хаклă парнесем парса чысланă.
Ноябрь 2024 |