Кашни ыйту, сĕнỹ - ĕçре пулăшу

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2023, 20:49 Просмотров: 306

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев "Радио родных дорог" хумĕсем çинче "тỹрĕ лини" ирттерчĕ.

 Уçă калаçăва çынсем кĕтни куç кĕретех. Пурĕ 304 ыйту, вăл шутран социаллă сетьсем урлă - 234, Патшалăх пулăшăвĕсен каялла çыхăнмалли платформăран - 48, телефонпа 22 ыйту кĕнĕ. Эфир вăхăтĕнче регион ертỹçи 32 ыйтăва хурав пама ĕлкĕрчĕ. Тĕпрен илсен вĕсем ятарлă çар операцийĕпе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе, çул-йĕрпе, транспортпа, шкулсемпе ача сачĕсене юсаса çĕнетессипе, хуçасăр йытăсемпе тата ытти ыйтусемпе çыхăннисем пулчĕç. Эфир вăхăтĕнче янăраман пăшăрханусем те тимлĕх- сĕр юлмĕç.

"Чăваш Енри кашни çын кунта пурăннипе мăнаçлантăр. Пирĕн республикăна килсе куракансен вара кунта татах килме туртăм пултăр", - терĕ Олег Алексеевич уçă калăçăва пĕтĕмлетсе.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика