Халăхăн пурнăç шайне ỹстересси - тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2023, 20:50 Просмотров: 253

Ноябрĕн15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн округра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов пулчĕç.

Вĕсем чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕпе, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ертỹçипе Николай Тинюковпа тĕл пулчĕç, округри пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашрĕç. Ун хыççăн округ администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче Пĕрлехи информаци кунне лартнă ыйтусене администрацин структура подразделенийĕсен, территори пайĕсен начальникĕсемпе, округ центрĕнчи предприяти-учреждени ертỹçисемпе сỹтсе яврĕç. Кунтах граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕ ялсене хăтлăх кỹрес, инфратытăма аталантарас, çав вăхăтрах хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илемлĕ тытас тĕллевпе сахал мар ĕçлет. Вĕсенчен пĕри - чи кăтартуллă килти хушма хуçалăх, урам, ял, учреждени, обществăлла вырăн тата ыттине те палăртакан конкурс. Мероприяти пуçламăшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2023 çулта çак конкурса хутшăнса çĕнтернисене саламларĕ, Хисеп грамотипе тата укçан парса чысларĕ, тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕп ыйту - Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕн тухăçлăхне тата пахалăхне ỹстересси. "Патăрьел тĕп больници" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Николай Тинюков хăйĕн докладĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тĕп сиплев учрежденийĕ, вырăнсенчи врач офисĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсем халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçлакан ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

Сывлăх сыхлавĕнчи мĕн пур ыйтăва професси ăстисем, кадрсем татса параççĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем республикăра начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Акă, 2023 çулта "Земство тухтăрĕ" программăпа республикăра ĕçлеме пикеннĕ 40 çамрăк специалистран улттăшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи больницăра тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра тĕллевлĕ контракт мелĕпе 52 студент вĕренет. Вĕсем те хамăр тăрăхах килсе ĕçлеме ĕмĕтленеççĕ.

Юлашки çулсенче Патăрьелĕнчи тĕп больница çурчĕ капăрланнипе пĕрлех кунта тĕрлĕрен медицина оборудованийĕсемпе çĕнелни те çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме, усал чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма май парать.

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе çулсеренех ялсенче ФАПсем ỹссе пыни те савăнтарать. Кăçал çеç Кзыл Камышра туса пĕтернĕ, Красномайскинче вырăнти çынсене пуçламăш пулăшу паракан çĕнĕ сиплев çуртне тăвассине те вĕçлесе пыраççĕ. Тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче те тĕпрен юсав ĕçĕсем пыраççĕ тата ытти те.

Округри 14 амбулаторипе 31 ФАП пурте пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнни те тухтăрсене чирлĕ çын пирки кирлĕ йышăну тума, хăвăрт тата пахалăхлă пулăшу пама май парать.

Тĕп больница "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн регионти "Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси" проектпа килĕшỹллĕн туллин ĕçлесе пынине, çавна май усал чире малтанхи тапхăрĕнчех тупса палăртнине, вĕсене ăнăçлă сипленине, чылай чире диспансеризаци вăхăтĕнче тупнине те асăнса хăварчĕ Николай Антонович.

Пĕрремĕш ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Патăрьел муниципалитет округĕ медицина пулăшăвĕн тухăçлăхне тата пахалăхне ỹстерес тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пынине, кăтартусем лайăх пулнине палăртрĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнчех Патăрьел муниципалитет округĕнчи МФЦ инспекторĕ Миляуше Хуснетдинова тата муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ-организаципе тĕрĕслев ĕçĕсен пай начальникĕ Алина Ильина патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхĕсене паракан Пĕрлехи порталăн майĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче, пирĕн муниципалитет округĕнче те патшалăх (муниципалитет) программисем пурнăçа кĕрсе пынипе те ялсенче ырă улшăнусем пулсах тăраççĕ, халăхăн пурнăçĕ çулсеренех хăтлăланать. Кун пирки Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн начальникĕ Виктор Львов паллаштарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хальхи вăхăтра тĕрлĕрен 21 программа тата 55 çумпрограмма вăйра.

Пĕрлехи информаци кунĕнчех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăнчĕç. Турханти врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов ялта ачасем валли хăтлă лапам тăвас пирки ыйту хускатрĕ. Рудольф Селиванов халăх пуçарăвне шута илмеллине, ку ыйтупа территори пайĕнче çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Юлашкинчен информушкăн Пăлапуç Пашьел вăтам шкулне çул тытрĕ, педагогсемпе тата ял хастарĕсемпе тĕл пулчĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика