УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцийĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçлакан салтаксене усă курма хỹтĕлев сеткисем хатĕрлес ĕç ялсенче малалла пырать. Сăваплă ĕçе кар тăнисем хушшинче Шăхачсене те уйрăммăн палăртса хăвармалла. Ку таранччен вĕсем пĕрлехи вăйпа 16 сетка ентешсем патне çитернĕ. Хальхи вăхăтра та кашни кунах хĕрарăмсем культура çуртне пуçтарăнаççĕ, кар тăрса сеткăсем çыхаççĕ. Ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем çак ĕçпе специализациленнĕ темелле. Çамрăк ăмăшĕсем те пур. Ĕçе вăр-вар та тĕплĕн пурнăçлаççĕ, кашнийĕ хăйĕн чун ăшшине нацистсене хирĕç кĕрешекен салтаксем патне çитерме тăрăшать. Сăмахран, Наталия Вашуркина сетка çыхма кар тăракансенчен чи асли. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ саккăрмĕш теçеткене çывхарать пулин те пархатарлă ĕçрен юлмасть, çывăх вăхăтрах пирĕн салтаксем çĕнтерỹпе таврăнасса шанать.
Ноябрь 2024 |