Хăйсен тỹпине хываççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 21:45 Просмотров: 222

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăх Украинăри ятарлă çар операцийĕн хыпарĕсемпе куллен интересленсех тăрать. Неонацистсене хирĕç тăма ялсенчен кайнă хастарсем те пур. Вĕсемпе те çыхăнсах тăраççĕ. Май килнĕ таран гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре хутшăнаççĕ. Ульяновкăра пурăнакансем акă виççĕмĕш маскировка сетки çыхаççĕ. Ĕçе Юрий Семенов староста йĕркелесе пырать. Вăлах каркасне туса пачĕ. Александра Пудовкина, Елена Грибова, Ирина, Лидия, Таисия Васильевасем çак ĕçрен пĕрре те пăрăнмаççĕ. Çамрăксем те аслисенчен юласшăн мар.

- Ушкăнпа ĕç ăнать. Çын хушшинче хыпар-хăнара та ытларах пĕлетĕн,- тет 20 çул ытла почтальонкăра ĕçленĕ Валентина Семенова. Сăмах май çакна та палăртмалла. Çакăнта хутшăнакан ял хастарĕсем пурте районти "Авангард" хаçата çырăнса илнĕ. 2024 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнтармалли кампани те ăнăçлă пырать Ульяновкăра.

 Ольга НИКИФОРОВА, клуб заведующийĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика