Шăнкăртамсем - малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:11 Просмотров: 241

Уфари "Динамо" спорт комплексĕнче полици генерал-лейтенантне А. Ахметханова асра тытса корэш енĕпе турнир иртнĕ. Унта Раççейри 24 регион тата Пушкăрстанри 16 муниципалитет округĕн спортсменĕсем 260ăн хутшăннă. Патăрьел муниципалитет округĕн хастарĕсем те хăйсен вăйне виçнĕ. Çамрăксем хушшинче 65 килограмлă виçере Сабир Асейнов иккĕмĕш, 80 килогрампа Булат Тумаков виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Аслисенчен Илназ Кеметова палăртмалла.

Чăваш Республикинчи корэш федерацин президенчĕ Ферид Чабатов наци кĕрешĕвне аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине палăртмалла. Спортсменсене хавхалантарма та май тупать. Çавăн пекех вĕсен тренерĕ Эльфис Мтиев та тав сăмахне тивĕçлĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика