Ăш пиллĕ калаçу савăк кăмăл парнелерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:50 Просмотров: 209

 Вырсарникун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, харăсах икĕ уяв: Анне тата Чăваш тĕррин кунĕсем. Çак ятпа Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинче çавра сĕтел йĕркелерĕç.

 Вулавăш ĕçченĕ Наталия Ракова хисеплĕ аннесемпе ытарайми асанне-кукамайсене тата ылтăн алăллă хĕрарăмсене çывхарса килекен пĕлтерĕшлĕ уявсем ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те сывлăх, ăнăçу, пысăк хастарлăх сунчĕ, çавăн пекех вăл праçниксен историйĕпе, "асанне арчинче" упранакан чăваш эрешĕллĕ сурпансемпе, кураври ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ, çак кунсен пĕлтерĕшĕ, сумĕ çулсерен ỹссе пынине палăртрĕ.

 Кунтах алă ĕç ăстисен куравне курса хавхаланма, вĕсене пахалама, ырă ĕçсенчен вăй илме май пулчĕ. Хальхинче Татьяна Полякова, Анна Максимова, Светлана Кудрявцева, Эвелина Карягина, Ольга Ильина, Полина Логунова тата ыттисем те Чăваш тĕррин кунне халалланă курава пуянлатрĕç. Вĕсем пĕринчен тепри капăр та анлă содержаниллĕ.

 - Анне - пуриншĕн те чи çывăх та юратнă çын. Вăл юнашар пур чухне пурте телейлĕ, шанчăклă, сывлăхлă... Паян пирĕн хĕрарăмсем чи яваплă та хисеплĕ ĕçсенче тăрăшса хăйсене ырă енчен кăтартаççĕ, çитĕнỹсем тăваççĕ. Пирĕн аннесен, асанне-кукамайсен пичĕсем çинче яланах йăл кулă çиçтĕр. Эпир пурте ĕçчен те пултаруллă, ылтăн алăллă аннесем умĕнче пуçăмăра таятпăр,- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн специалист-эксперчĕ Вера Исакова пурне те çывхарса килекен уявсен ячĕпе саламланă май.

Çак мероприятинчех муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ "Чечек уçланки" конкурса та пĕтĕмлетрĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Полина Логунова унăн итогĕпе паллаштарчĕ, конкурс çĕнтерỹçисене парнепе тата Тав хучĕпе чысларĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика