ЧЫЛАЙ чухне çут çанталăк пирĕн явапсăрлăха пула шар курать. Ку чухне кил-çуртра чылай япала батарейкăсемпе ĕçлет. Стена çумĕнче çакăнса тăракан сехетĕн "чĕрине" те çулталăкне темиçе хутчен улăштаратпăр. Ĕçлеме пăрахнă батерейкăна вара никамăн та тĕлли-паллисĕр таçта ывăтмалла мар. Çак пỹрнеске евĕр пĕчĕк япала та пирĕн Çĕр-аннемĕршĕн çав тери сиенлĕ, пĕри çеç 20 тăваткал метр çĕре хими тытăмĕллĕ япалапа варалать! Унпа пĕрлех ỹсентăран та шар курма пултарать. Наркăмăшланнă курăк таврашĕ выльăх çăварне çаклансан унăн продукцийĕ урлă çынсем сывлăхне сиенлеме пултараççĕ. Çавăнпа та территори пайĕсенчи ялсенче усă курнă батерейкăсене пуçтарса пыракан вырăн уçсан çав тери аван. Шăхачсем ăна сăмахран, ялти культура çуртĕнче пуçтараççĕ. "Хамăр сывлăхшăн хамăрах тăрăшмалла. Çынсем хăнăхса пыраççĕ, ăна малтан килте пуçтарса пыраççĕ, ун хыççăн ялти клуба килсе параççĕ. Çак пархатарлă ĕçе пĕр чарăнмасăр пурнăçласшăн",- тет территори пайĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова.
Ноябрь 2024 |