Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2024 çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Кун пирки калакан указра палăртнă тăрăх, çак йышăнăва çемьесен йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе патшалăх политикине анлă сарас тĕллевпе тунă. Указа право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ.
Кунпа пĕрлех çĕршыв ертỹçи правительствăна Çемье çулталăкне ирттерессипе декабрĕн 27-мĕшĕччен йĕркелỹ комитечĕ йĕркелеме тата унпа çыхăннă тĕп мероприятисене ирттерме укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене палăртма хушнă.
Ноябрь 2024 |