Литературовед, педагог, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, М. Трубина ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн Писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Иванович Мефодьев (Аксар) (28.11.1938) 85 çул каялла Еншикре çуралнă.
А. Мефодьев - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Журналист ĕçне вăл Йĕпреç тата Патăрьел районĕсен хаçачĕсенче пуçăннă. Тĕрлĕ çулта парти ĕçĕнче вăй хунă. 1985-1992 çулсенче "Хатĕр пул" журналăн тĕп редакторĕнче тăрăшнă. 1992 çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче аслă преподаватель, доцент, 1998-2004 çулсенче чăваш филологи факультечĕн деканĕ пулнă.
Александр Мефодьев писатель, литературовед пек те паллă. Унăн пĕрремĕш сăвви 1954 çулта "Авангард" хаçатра кун çути курнă. Çавăн пекех республикăри хаçат-журналпа та çыхăну тытать. Вăл - сăвăсемпе очерксен, вĕренỹ пособийĕсен, наука ĕçĕсен, вăл шутра хальхи чăваш литературин ыйтăвĕсен монографийĕн авторĕ.
Тĕп изданийĕсем: "Пафос труда. Рабочий класс в современной чувашской прозе", "Алексей Талвир", "Литературăпа халăх сăмахлăхĕн ăнлавĕсем" (литературоведенипе фольклористика терминĕсен шкул ачисен словарĕ), "Тĕрĕк халăхĕсен литератури", "Юхать Пăла", "Сăвăсем", "Шăнкăр-шăнкăр шыв: çыравçă-ăсчах чăваш ачипе калаçни", "Аван-и, ялăм" тата ыттисем те.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |