Патăрьел муниципалитет округĕнчи тĕрлĕ шăпаллă, тĕрлĕрен лару-тăрура пурăнакан çемьесем, ачасем кашниех уйрăм тимлĕхре. Çакнашкал çемьесемпе эпир тăтăшах çыхăну тытатпăр, хамăрăн специалистсемпе ялсене тухса çỹретпĕр, вĕсен пурнăç условийĕсене сăнасах тăратпăр, май пур таран тимлĕх уйăратпăр, пулăшатпăр.
Юлашки вăхăтра социаллă хỹтлĕх центрĕн ĕçченĕсемпе пĕрлех пирĕн рейдсене ырă кăмăллă та çепĕç чунлă хĕрарăм, Патăрьелĕнчи "Измир" магазинти Мирзабекова Гулнорахон Хожирахмон Кизи кăмăлтан хутшăнать çеç мар, йывăртарах шăпаллă çемьесене алă тăсса та пулăшать, вĕсене пурне те апат-çимĕçпе, кирлĕ тумтирпе хавхалантарать. Вăл хăйĕн ирĕкĕпе "Пулăшу алли" ("Рука помощи") акци йĕркелесе янă. Тĕп тĕллев - çемьесене ырă тăвасси, унта пурăнакан ачасен кăмăлне тупса савăнтарасси. Çавна май вăл кашни эрнекунах пирĕн социаллă хỹтлĕх центрĕн работникĕсемпе çула тухать. Ку таранччен тăхăр çемьене савăнăç "хутаçне" илсе çитернĕ. Çак тĕллевпе Патăрьел, Алманчă, Пикшик, Тăрăн территори пайĕсенче пулнă. Меценатăн ĕмĕчĕсем пысăк. Çĕнĕ çулччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче шутра тăракан кашни çемьене çитсе ырă, телей сунасшăн. Кун валли парнисене хатĕрлеме те пикеннĕ.
Пирĕнпе юнашарах çакнашкал ырă кăмăллă, пурне те алă тăсса пулăшма хатĕр çынсем пурăнни питех те савăнтарать. Гулнорахон Хожирахмон Кизи маларах та сăваплă та пархатарлă ĕçсенче ырă тĕслĕхпе палăрнă. Нумай пулмасть çеç вăл Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче хỹтлĕх тупнисене парнепе савăнтарчĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче вара каллех йывăр шăпаллă çемьери ачасене шкула кайма кирлĕ хатĕрсем туянса пама пулăшрĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене те яланах тимлĕх уйăрать.
"Рука помощи" ыр кăмăллăх фончĕн ертỹçи, хастарĕ Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 16 çуртра, иккĕмĕш хутра, "Измир" магазинта ĕçлет. Ун патне хăйсен ыйтăвĕпе пыракан та йышлă. Çапах ыр кăмăллă хуçа пурин ыйтăвне те татса пама, тивĕçтерме тăрăшать. "Çынна ырă туни нихăçан та харама каймасть, темиçе хутчен ырăпа таврăнать", - тет вăл сăпайлăн çеç.
Ирина ЧИРКИНА, Патăрьелĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрти çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен пай заведующийĕ.
Ноябрь 2024 |