Çемье телейне туптама пĕлмелле

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:20 Просмотров: 427

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Чи лайăх çемье - 2023" конкурс çĕнтерỹçисене чысларĕ.

Ку хутĕнче ăна Патăрьелĕнче пурăнакан Лепешкинсем тивĕçрĕç. Çемьере вĕсем улттăн пурăнаççĕ. Василий Алексеевич водитель пулса ĕçлет. Пушă вăхăтра футболла выляма юратать. Сывă пурнăç йĕркине килĕштерекенскер ачисемшĕн тĕслĕхлĕ. Юрлама та, купăс калама та, гитарăпа выляма та ăста.

Лавккара товаровед пулса ĕçлекен амăшĕ хальхи вăхăтра çулталăк тултарса пыракан ывăлĕпе килте ларать. Кил вучахне упракан Алевтина Борисовна ĕçчен те правур. Пахчара ỹстернĕ çимĕçрен хĕл валли темĕн те хатĕрлет. Чечексене кăмăллать. Ачисем çывăрнă вăхăтра çыхма та, тĕрлеме те маçтăр.

Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан туслă çемье 4 ача çитĕнтерет. Софья Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 5, Саша 3 класĕнче вĕренеççĕ. Василиса ача садĕнчи "Бусинки" ушкăна çỹрет, кĕçĕн ывăлĕ пĕчĕккĕ-ха. Ачисем те юрра-ташша та ăста, спортра та кăтартуллă.

Лепешкинсем - ĕçчен, туслă, тĕслĕхлĕ, ыттисемшĕн кăтартуллă çемье. Ку хутĕнче те çак сăмахсенех çирĕплетрĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Вăл Лепешкинсене "Телейлĕ ачалăх" çулталăкĕнче конкурсра çĕнтерỹ тунă ятпа саламланă май республика шайĕнче те çитĕнỹсем сунчĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика