НОЯБРĔН28-мĕшĕнче 10 сехет тĕлнелле Кĕçĕн Патăрьел çывăхĕнчи А-151 çул çинче авари пулнă: "Лада Гранта" "Тойота Камрипе" пырса çапăннă. Шел пулин те инкекре "Грантăри" водитель тата пассажир вилмеллех аманнă, иномарка водительне больницăна илсе кайнă. Çул-йĕр инспекторĕсен малтанхи кăтартăвĕпе 57 çулхи водитель Тăрăнтан тухнă чухне аслă çулпа килекен ют çĕршывра кăларнă автомашинăна ирттерсе яман. Сăмах май каласан, çак вырăнта час-часах авари пулать. Çавăнпа та водительсен питĕ тимлĕ пулмалла.
Ноябрь 2024 |