ДЕКАБРĔН 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Пирĕн тăрăхра икĕ пине яхăн инвалид пурăнать. Вĕсенчен 100 ытла ача. Сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен вăйсăртарах туякансем нихăçан та пуçа усмаççĕ. Округра иртекен спорт, культура мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, алă ăстисем хăйсен ĕçĕпе тĕлĕнтереççĕ. Чунпа пуян çынсен хастарлăхĕ савăнтарать те, тĕлĕнтерет те.
Ноябрь 2024 |