Çĕнĕ çул елки тăкак сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:30 Просмотров: 413

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи хăш-пĕр шкулсемпе ача сачĕсенче çывхарса килекен Аçтаха çулталăкне кĕтсе илме хатĕрленсе Çĕнĕ çул паллине вырнаçтарма, пỹлĕмсене капăрлатма, илемлетме те ĕлкĕрнĕ. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта пĕчĕк çеç чăрăша Мускаври ВДНХри пекех чăн чăвашла тумлантарнă. Эрешлĕ теттисене ачасем хăйсен аллипе ăсталанă.

Малашне Хĕл Мучипе Юр пикене уява кĕтсе илме хатĕрленсе уйрăм çемьесенче те, ĕç коллективĕсенче те йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ çул елкине вырнаçтарĕç. Симĕс чăрăш, паллах, пурне те илĕртет, çунатлантарать, ырă шухăш çуратать. Кăмăл-туйăм çавăн пек пултăр тесен ăна сутма ирĕк пур çынсенчен çеç туянмалла. Аса илтеретпĕр: вăрмана кайса ăна вăрттăн-хĕрттĕн каснăшăн е йывăçа сăтăр тунăшăн саккунпа килĕшỹллĕн граждансен 3-4 пин, должноçри çынсен 20000-40000, юридика пĕлтерĕшлисен 200000-300000 тенкĕ таранах штраф тỹлеме тивет. Çавăнпа та Çĕнĕ çулччен вăхăчĕ çителĕклех пулнине шута илсе уяв "пикине" ăçтан туянассине малтанах шухăшласа хумалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика