Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:38 Просмотров: 445

Декабрĕн 1-мĕшĕ. Çак кун 1853 çулта вырăс эскадри Синоп сăмсахĕ патĕнче çĕнтернĕ.

Декабрĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1966 çулта паллă мар салтакăн юлашкийĕсене Кремль çумĕнче пытарнă. Тепĕр çул унта Сỹнми çулăм чĕртнĕ.

Декабрĕн 5-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта Хĕрлĕ çар Мускав çывăхне пынă тăшмана хăваласа ярас тĕллевпе контрнаступлени пуçланă.

Декабрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1769 çулта иккĕмĕш Кĕтерне патша çветтуй Георгий орденне çирĕплетнĕ. Çак кун çулсерен Раççей Геройĕсене чыслаççĕ, сумлă çынсене Мухтав тата Георгий орденĕсемпе наградăлаççĕ.

Декабрĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1877 çулта вырăс çарĕ Болгарири Плевна крепоçне çавăрса илнĕ. Декабрĕн 17-мĕшĕ. Çак кун 1788 çулта Потемкин ертсе пынипе вырăс çарĕ Турцин Хура тинĕс хĕрринче ларакан Очаков крепоçне парăнтарнă.

Декабрĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта самолетсен "Илья Муромец" эскадри йĕркеленнĕ.

Декабрĕн 24-мĕшĕ. Çак кун 1790 çулта Суворов эскадри Турцин Измаил крепоçне илнĕ.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика