Мефодий Галкин çут тĕнчене юрламах çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2023, 19:40 Просмотров: 412

ÇАК кунсенче Марина Карягина тележурналист хатĕрленĕ "Ирхи тĕпел" кăларăмăн хăни пирĕн ентешĕмĕр, Треньел каччи, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕ Мефодий Галкин пулчĕ. Вăл çулĕпе çамрăк-ха, çапах малашлăхĕ пысăк пулни куç кĕрет. Мефодий асамлă та хăватлă сассипе куракана тỹрех тыткăна илет.

- Çут тĕнчене юрлама çуралнине эпĕ ача садĕнчех туйса илтĕм. Малтан Патăрьелĕнчи музыка шкулне (Анастасия Носкова преподаватель) çỹресе пултарулăхăма тĕрĕслерĕм. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан 9 класс вĕренсе тухнă хыççăн Федор Павлов ячĕллĕ Шупашкарти училищĕре профессилле ăсталăха туптарăм. 17 çулта вара артист пулса тăтăм. Сăмах май каласан, оперăпа балет театрĕнче 60 çул хушшинче те ман пек çамрăк артист пулман. Питĕ юрататăп хамăн профессие. Малашне аслă та пысăк сценăна та парăнтарас килет. Пысăк шанăçпа, хавхаланупа пурăнатăп. Ача чухнех тĕвĕленнĕ ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме пулăшнишĕн аттепе анне умĕнче пуçăма таятăп,-тет çамрăк артист.

Мефодий Васильевич Галкин шкулта 9 класра вĕреннĕ чухнех çамрăксем хушшинче йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери романсиада конкурсĕнче лауреат пулса Мускаври Кремльти аслă сцена çинче те хăйĕн сассипе куракана тĕлĕнтернĕ. Ун чухнех унăн сассине залра ларакан 1500 çын хак панă!

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика