Çемье саманан кирек хăш тапхăрĕнче те яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă, йышăнать те. Çирĕп те шанчăклă çемьере çитĕнекен ача тивĕçлĕ воспитани илет, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа çĕршывшăн юрăхлă çын пулать, халăхшăн ырă ĕç тăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çĕршыв шайĕнче çирĕплетнĕ тивĕçлĕ указ çемьене хỹтĕлес, унăн хакне упраса хăварас тĕллевпе тунă пĕлтерĕшлĕ йышăну.
Патăрьел мунициалитет округĕнче çемьене аталанма, ырă ĕç тума пулăшас, демографие лайăхлатас тĕллевпе патшалăхăн тĕрлĕ программисем пурнăçа кĕреççĕ. Нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене тимлĕх уйăрасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри.
Çемьере çитĕнекен кашни ача - ашшĕ-амăшĕн телейĕпе савăнăçĕ, мăнаçлăхĕ çеç мар, çĕршыв пуласлăхĕ те. Çавăнпа та уйрăмах çул çитмен ачасем ăс-тăнпа, шухăш-кăмăлпа çирĕпленсе çитиччен çемье витĕмĕ, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ ачана çав тери кирлĕ. Çак тимлĕх çителĕксĕр чухне шăпах вĕсем хăйсене ирĕклĕ тытма, кирек мĕнле ĕçе те хăйсене майлă тума, шкулти вĕренỹ çине сỹрĕккĕн пăхма, йĕркене пăсма, юлашкинчен усал çул çине тăма та пултараççĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссие çакнашкал çемьесенче ашшĕ-амăшĕ пепкине воспитани парас ĕçре кирлĕ пек тимлĕх уйăрман тĕслĕхсем пирки йĕрке хуралçисем çырнă протоколсем кĕрсех тăраççĕ. Вĕсем чун панă пепкисем пирки манса кайса нумай вăхăт çухалса çỹреççĕ, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ, ачисене тимлĕх уйăрмаççĕ тата ытти те.
Комиссин юлашки ларăвĕнче ытти ыйтăва пăхса тухнипе пĕрлех вĕренекен пĕр сăлтавсăр шкула çỹремен тĕслĕхсем пирки те калаçăва çивĕчлетрĕç. Пĕр-икĕ кун çеç мар, эрнипе, уйăхĕпе... ача шкула каймасть. Ашшĕ-амăшĕ çакна пĕлсе тăрсах ывăл-хĕрне çак "çул" çине тăма пулăшни, ку тĕлĕшпе çирĕп йышăну туманни вара шухăшлаттарать те, тĕлĕнтерет те. Раççей Конституцийĕпе килĕшỹллĕн кашни ача пĕлỹ илме тивĕç. Ăна мĕнле шайра илесси, паллах, хăйĕнчен килет. Çапах та ăс-тăн, сывлăх тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ ачан вăтамран та пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта 9 класс пĕтериччен вĕренмеллех.
- Хальхи вăхăтра пирĕн муниципалитет округĕнче вĕренỹ учрежденийĕсем çулсеренех çĕнелсе, хăтлăланса, пуянланса пыраççĕ. Вĕсенче пур енлĕн аталанма пулать. Учительсем те ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парас тесе тăрăшаççĕ. Коллективра çакнашкал çемьере çитĕнекен ача пулни вара кашнинех пăшăрхантарать. Пирĕн пĕрлехи вăйпа кашни ача патне çул тупмаллах. Ку тĕлĕшпе чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн пысăк яваплăх пулмалла,- терĕ комисси председателĕ Светлана Чернова çемье тата шкул пĕрлехи вăйпа ĕçлемелли шухăша пĕтĕмлетсе.
Альбина ЕГОРОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |