Ăшă сăмах ăшăтать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2023, 14:10 Просмотров: 309

Аслă Чемен ял библиотекине ку хутĕнче сусăр çынсем пухăнчĕç. Вĕсемпе "Ăшă сăмахпа пĕр-пĕрне ăшăтар" калаçу йĕркелерĕç. Куллен килтен тухса çỹрейменскерсене территори пайĕн специалисчĕ Галина Гордеева, сусăрсен обществин председателĕ Евдокия Михайлова саламларĕç. Людмила Ежова библиотекарь чăвашла пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Шăпах вĕсен йышĕнче вулама юратакансем йышлă та.

Тĕл пулăва врач офисĕнчи Татьяна Лещевăпа Светлана Фролова медицина ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. "Пуçа усмасăр йывăрлăхсене çĕнтерме пултаратăр эсир, сывлăхăр малашне те çирĕп пултăр, çывăх çыннăрсем сире ăнланса, пулăшса пыччăр", - терĕç шурă халатлисем.

Тĕл пулу чăн-чăн уяв евĕр иртрĕ. Ача садне çỹрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тури Чакăри "Чемен" фольклор коллективĕ савăк юрăсем шăрантарчĕ.

 Надежда КОШЕЛЕВА

Яндекс.Метрика